ХĂРПУ – куç хăрпăкĕ; карттус кăсăрукĕ. Тĕсл.: Ашшĕ Алюша хăрпуллă карттус парнелерĕ.
ХĂЯМАТ – тĕнче вĕçĕ; тамăк (вăрçнă чух усă куракан сăмах). Тĕсл.: Ăçта хăямата кайса кĕчĕ ку енчĕк, çакăнтах хунăччĕ-çке.
ХĂЯХ / ХĂЯК – юханшыв хĕрринче ӳсекен курăк (осока). Тĕсл.: Хутма вутă çуккипе юр хӳсе каяйман хăяхсене пуçтараттăмăр, аса илет Укапи кинеми.
ХЕРĔП – йывăр; кăткăс; çителĕксĕр. Тĕсл.: Самани херĕп пулчĕ çав, çавăнпа мĕскĕн ӳсрĕмĕр.
ХУТАВ – мĕн те пулин çакса яма çапса лартнă йывăç пăта. Тĕсл.: Ĕшеннĕ пулин те лаша хатĕрĕсене ампарти хутав çинех çакса хучĕ, ахаль кăна пăрахса хăвармарĕ.
ХУТАХАЙ / ХОТАХАЙ – хитре тăхăнакан; вĕçкĕнлешсе çӳрекен. Тĕсл.: Хутахай ачапа тус пуличчен пуç тавра тăххăр шутла.