Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
15 Кӑрлач 2020, 14:56

Асаилÿсен тыткăнĕнче

Валентина Иванова ертсе пыракан «Шурă хурăн» чăваш халăх фольклорпа этнографи пĕрлешĕвĕнче чăваш культурине юратакансем черетлĕ тĕлпулăва пухăннă

Хăнасем килти пек лару-тăрура Пишпÿлек районĕн легендисемпе юмахĕсене вуланă. Чăваш ялĕсен, çырмисен, урамĕсен ячĕсем мĕншĕн çапла пулни çинчен пĕр-пĕрне каласа панă.
Галина Васильевна Тимофеева-Петрован фотоĕçĕсен черетлĕ выставкипе паллашнă. Унта унăн çемьин, ашшĕн — Аслă Отечественнай вăрçă участникĕн, унпа пĕрле çапăçнисен, вăрçăчченхи тата вăрçă хыççăн тунă сăнÿкерчĕксене тăратнă.
Валентина Васильевна Семенова халăх юррисемпе савăнтарнă. Галина Георгиевна Петрова чÿрече ани çинче ÿсекен фиалкăсене мĕнле пăхмалли тата вĕсем лайăх ÿсчĕр тесен мĕн тумалли вăрттăнлăхсем çинчен каласа панă.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: