Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
14 Нарӑсӑн 2020, 18:13

«Мерчен» савăнтарать

Нумай пулмасть Михайловкăри культура çуртĕнче чăваш халăх фольклор ансамблĕ пулнă.

Людмила Романова ертсе пыракан коллектив районти чылай ялсенче тата Оренбург облаçĕнчи Кăрминче пулса халăха чăваш халăх юррисемпе, эстрада юррисемпе савăнтарнă. Раиль Едиханов яланхи пекех баян каласа кĕвĕпе пулăшать. Михайловкăсен ятĕнчен коллектива клубри коллектив ертÿçи Валерий Иванов тав тăвать.
Концерта килнĕ кашни çын вĕсене чăваш культурине, йăли-йĕркине упраса хăварнăшăн чĕререн тав тунă. Людмила Романова каланă тăрăх, вĕсене Кăрминче хамăр районта çуралса ÿснĕ пĕр кинеми макăра-макăра ыталаса чуп тунă. Ватă çын çамрăклăхне тавранма май панăшăн хĕпĕртесе каланă.
Галина ВАРИКОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Мерчен» ансамбль архивĕнчен.
Читайте нас: