Çакăн пирки «Башинформ» агентствăра иртнĕ пресс-конференцинче пĕлтернĕ.
Диктант текстне Рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕн 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин командирĕ Минигали Шаймуратов çуралнăранпа 120 çул çитнине чысланă.
Текста Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен чĕлхине Уфари вузсен преподавателĕсем куçарнă. Удмурти ĕçтешĕсем те пулăшнă, вĕсем диктанта тĕрĕслеме те хутшăнаççĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Пушкăртстанри халахсен Ассамблейин председателĕ Зугура Рахматуллина сăмахĕсем тăрăх, енчен те темиçе миллионшар çын калаçсан чĕлхе пĕтмест, анчах тепĕр çĕр çултан ултă пин чĕлхерен виçĕ пин кăна юлать. Çапах та чĕлхепе калаçсан, çырсан, юрласан, кĕнекесем кăларсан, патшалăх пулăшăвĕ парсан, чи кирли — çын тăван чĕлхипе калаçмалла, — терĕ Зугура Рахматуллина.
Раççей çыннисем 270 чĕлхепе калаçаççĕ, 136-шĕ — хăрушлăхра, 49 — çухалас патне çитнĕ.
Диктанта йĕркелекенсем ажиотажа хатĕрленеççĕ, мĕншĕн тесен Тотальлĕ пушкăрт диктантне 70 пине яхăн çын хутшăннă.
Акцие хутшăнас тесен Наци чĕлхисен Ресурс центрĕн сайтне кĕрсе регистраци иртмелле.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.