Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
13 Августӑн 2020, 14:18

Тутар чӗлхи те ирӗлес хӑрушлӑхра

Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановӑн тутар халӑхӗн аталанӑвӗн тата тутар чӗлхине упрассин перспективине халалланӑ программӑллӑ статйине обществора хастар сӳтсе яваҫҫӗ. Унӑн идейисене халӑх тӗрев парать.

Тутарстанра районсен кулленхи ӗҫ тата общество пурнӑҫӗнче тутар чӗлхин вырӑнне ҫирӗплетес тесе ҫул карттине хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ, Тутарстан Президенчӗ ҫумӗнчи тутар чӗлхине упраса аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Марат Ахметов Арча районӗнчи канашлура каланӑ.
Ахметов сӑмахӗсемпе, районсенче тутар чӗлхине упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ канашлусене муниципалитетсен кӑтартӑвӗсене тата пултараслӑхне палӑртма йӗркелеҫҫӗ. Вӗсен никӗсӗпе комисси ҫул карттине хатӗрлет. Ӑна тунӑ чухне тутар чӗлхин шкул умӗнхи тата шкулти вӗрентӳри пахалӑхне, культура учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнчи вырӑнне, пичет кӑларӑмӗсенче тата рекламӑра тутар чӗлхи пулнине шута илеҫҫӗ. Комисси председателӗ палӑртнӑ тӑрӑх, муниципаллӑ тата вырӑнти влаҫ наци вӗрентӗвӗ, воспитанийӗ, культури, халӑх йӑлисем ҫине урӑхла пӑхма пуҫламалла.
Тутарстанри 21 райцентрта тутар чӗлхипе вӗрентекен шкулсем çук. Чылай шкулта тутар чӗлхине пуçламăш классенче кăна вӗрентеççӗ. Тутарстанри 1382 вӗренӳ организацийӗнчен 679-шӗнче воспитани тата вӗрентӳ тутар чӗлхипе илсе пырăнать. Вӗсенче 50306 ача тутар чӗлхипе вӗренет тата воспитани илет. Енчен та çак цифрăсене процентсене куçарсан, пурӗ республикипе тутар ачисен 25,2 проценчӗ кăна тăван чӗлхе ытамӗнче пулса тухать. Муниципаллă районсене илсен ку кăтарту 31,1 процент пулать.
Тутарстанра паллă тутар деятелӗсен ячӗсене панă шкулсем пур, анчах та вӗсенче тутар чӗлхине туллин вӗрентмеççӗ. «Ку вăл пирӗн халăх ăнкарăвӗ арканнин результачӗ. Хăш-пӗр ача сачӗсенче тутарла калаçмаççӗ те, тутар хутлăхӗ ирӗлсе пырать. Çакă йăлтах тутар чӗлхин упранаслăхӗ çине сиенлӗ витӗм кӳрет. Çемьере тутарла калаçса ӳснӗ ача çакнашкал садика икӗ уйăх çӳренӗ хыççăн хăйӗн тăван чӗлхине манса каять. Нивушлӗ ача сачӗсенче тăван чӗлхепе воспитани парассине йӗркелеме йывăр?», – тенӗ Марат Ахметов.
"30 ҫынран тӑракан комисси ҫакна пӗччен чӗртсе тӑратаймасть. Патшалӑхпа муниципаллӑ органӗсен, пӗтӗм обществон пӗрлехи тӗллевлӗ ӗҫӗ кирлӗ. Халӑх йӑлисене тата чӗлхине упракан ҫирӗп никӗс – тутар ялӗ. Шӑпах ҫакӑнта, тутар ялӗсенче, тутар ҫемйисенче тутар нацийӗн пуласлӑхӗ йӗркеленет", – тесе палӑртнӑ Ахметов. Вӑл муниципалитетсен ертӳҫисене пухусенче, тӗлпулусенче, сходсенче "тӑван чӗлхе енне ытларах ҫаврӑнма" чӗнсе каланӑ.
"Ку пире пурне те, республика ертӳлӗхӗнчен пуҫласа ял пуҫлӑхӗсем таран пырса тивет. Уйрӑм ҫын тӗслӗхӗ – тӑван чӗлхене популяризацилессинче пӗлтерӗшлӗ факторсенчен пӗри. Соцсетьсенче хӑйсен аккаунчӗсене тутар чӗлхипе илсе пыракан муниципаллӑ районсен пуҫлӑхӗсем пур. Ҫынсем ун пеккине хисеплеҫҫӗ. Эпир вӑйлӑ та вӗреннӗ халӑх, пиртен кашнийӗ икӗ патшалӑх чӗлхине те лайӑх пӗлмелле", – тесе каланӑ Патшалăх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ.
Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановӑн тутар халӑхӗн аталанӑвӗн тата тутар чӗлхине упрассин перспективине халалланӑ программӑллӑ статйине обществора активлӑ сӳтсе яваҫҫӗ. Унӑн идеисене халӑх тӗрев парать. "Президент тутар халӑхне нумай ӗмӗрӗ пуян историллӗ, культурӑллӑ, йӑлаллӑ халӑх пек аталанмалли тӗп задачӑсемпе стратегиллĕ тӗллевсене палӑртрӗ. Тутарстан Президенчӗн статйи республика ертӳçисем тутар халăхĕн шӑпишӗн, пирӗн наци никӗсӗсем упранассишӗн пӑшӑрханнин тарӑнлӑхне кӑтартать", – тесе пӗтӗмлетнӗ Марат Ахметов.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/tutar-chlkhi-te-irles-khrushlkhra
Читайте нас: