Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
13 Октябрӗн 2020, 17:16

Маска тăхăнмаллах

Раççейре те, республикăра та, районта та лару-тăру йывăрлансах пырать. Çанталăк сивĕтнĕ май ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышĕ те ÿснĕ.Пушкӑртстанра канмалли кунсенче, иртнӗ эрнери пекех, Соvid-19 инфекципе тата пневмонипе чирленин шучӗ ӳссе пынӑ. Ҫапла, республикăра октябрӗн 12-мӗшӗнче талӑк хушшинче 54 ҫын чирленĕ. Маларах, октябрӗн 10-мӗшпе 11-мӗшӗсенче, чирлĕ ҫынсен йышӗ 49 тата 51 ҫын ӳснӗ. Республикӑра коронавирус ҫирӗплетнӗ тӗслӗхсен пӗтӗмӗшле хисепӗ 9 344 ҫынна ҫитнӗ. Халӗ стационарта 103 çын сиплев иртет, вӗсенчен 4 пациент йывӑр лару-тӑрура, пӗри — ИВЛ аппарачĕпе сипленет. Амбулатори сиплевӗнче 829 ҫын.Талӑк хушшинче пневмонийăпа 161 çын чирленӗ. Çулталăк пуçланнăранпа Пушкӑртстанра пневмонийăран 1 505 ҫын вилнӗ.

Çынсем чирлени кашнинех сисчĕвлентермелле, паллах. Çавна май вирус хăвăрт сарăлнă тапхăрта маска пире чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшĕ. Обществăлла вырăнсенче çÿренĕ чухне, суту-илÿ магазинĕсене кĕнĕ чухне маска тата перчетке тăхăнма манас марччĕ, профилактика мерисене пурнăçласчĕ. Çавăн пекех маскăна кашни 2-3 сехетре улăштарма та манмалла мар. Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене яланах упрасчĕ.
Читайте нас: