Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
23 Октябрӗн 2020, 12:27

Тӑван чӗлхе интернетра пулмасан унӑн пуласлӑхӗ иккӗленӳллӗ

Эпир глобализаципе кӗрешме вӑй-хӑват ҫитерейменни паллӑ, унӑн урапи ҫине чӑваш пулсах хӑпарса ларма майсем шырамалла. Ҫакӑнпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та килӗшет.

Эпир хамӑр пурте интернетра ларатпӑр пулсан, ачасем чӗлхене пӗлччӗр тетпӗр-тӗк, тӑван чӗлхе тӗнче тӗтелӗнче те ҫителӗклӗ пулмалла. Ҫак шухӑша Шупашкарта иртекен "Чӑваш чӗлхине упраса хӑвӑрассинче патшалӑхӑн тата граждан обществин институчӗсен вырӑнӗ" наукӑпа практика конференцинче Коми Республикинчи Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче Чӗлхен инновацилле технологийӗсен центрне ертсе пыракан Марина Федина каларӗ.

Вӑл электронлӑ библиотекӑн хӑвачӗсене еплерех усӑ курмаллипе Чӗлхе корпусне аталантарнин пӗлтерӗшне уҫса пачӗ. Пирӗн ҫӗршыври халӑхсем хӑйсен сӑмахлӑхӗн электронлӑ классификаторӗсене туса саманаран юласшӑн мар. Тӗнчери паллӑ чӗлхесен тахҫанах Гугл-куҫаруҫисем пур, сасӑпа калакан сӑмахсене ҫырса пыракан программӑсем те. Эпир глобализаципе кӗрешме вӑй-хӑват ҫитерейменни паллӑ, унӑн урапи ҫине чӑваш пулсах хӑпарса ларма майсем шырамалла. Вӗсем пуррине Йошкар-Олари Андрей Чемышев, Лапсарти Николай Плотников тата ыттисем тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Чӗлхе лабораторийӗсем унта та, кунта та ӗҫлеҫҫӗ. Ӑҫта патшалӑх шутӗнчен, ӑҫта ҫук. Ҫапах лав вырӑнтан хускалнӑ. Ҫакна ЮНЕСКО хӳттинче иртекен конференци ҫирӗплетет.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/tvan-chlkhe-internetra-pulmasan-unn-pulaslkh-ikklenll
Читайте нас: