Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
3 Ноябрӗн 2020, 13:26

Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхи валли укҫа уйӑрӗҫ

Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Патшалӑх тата Пушкӑртстанри халӑхсен чӗлхисене (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур) упраса хӑварма 4 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра.
Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан влаҫӗсем патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене упраса хӑвармалли тата аталантармалли программӑна пурнӑҫлама 3,74 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх программи 2019-2024 ҫулсене пырса тивет иккен. Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Читайте нас: