Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
2 Декабрӗн 2020, 17:43

Декабрĕн 14-мĕшĕ — Пушкăрт чĕлхин кунĕ

Декабрӗн 14-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Пушкӑрт чӗлхин кунне уявлаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указӗпе пушкӑрт чӗлхине сыхласа хӑварас, пулӑшу парас тата аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Документ тӑрӑх, Пушкӑрт чӗлхин кунне кашни ҫул пушкӑрт поэчӗ-ҫутта кӑлараканӗ М.Акмулла ҫуралнӑ кун паллӑ тӑвӗҫ.

Пушкӑрт чӗлхи кунне чысласа пӗтӗм республикипе пушкӑрт чӗлхине сарас тата популяризацилес енӗпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Декабрӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа «Аҫылташ» интернет-марафон пырать, унта ҫамрӑк авторсемпе общество шухӑшӗн лидерӗсем пушкӑртла сӑвӑсем вулаҫҫӗ.
Декабрӗн 14-мӗшӗнче Пушкӑрт чӗлхин кунĕн тӗп мероприятийӗсем иртӗҫ: пушкӑрт поэчӗн, ҫутта кӑлараканӗн Мифтахетдина Акмулла палӑкӗ чечек хума палӑртнӑ, Пушкӑрт патшалӑх педагогика университечӗнче пушкӑрт чӗлхипе литературин уҫӑ урокӗ иртӗ. Республикӑн тӗп хулин суту-илӳ центрӗсенче информаципе ҫутта кӑларакан мероприятисем йӗркелесе ирттерӗҫ. «Мега», «Ультра» «Башкирия» Лайфстайл Центрта пушкӑрт ташӑ урокӗсене кайса пăхма, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн гранчӗсемпе пурнӑҫлакан мобильлӗ приложенисен презентацийĕсене курма пултарӗҫ. Уявӑн концерт пайӗнче пушкӑрт КВН команди, этно тата рок-ушкӑнсен выступленийĕсем пуласса кӗтеҫҫӗ, ачасем валли «Детский театр» площадка йӗркелӗҫ.
Пушкӑртстанри Пӗтӗм Тӗнчери курултай ӗҫтӑвкомӗ пуҫарнипе Пушкӑрт чӗлхин кунӗ 2016 ҫултанпа иртет. Кӑҫалхи ҫулла Уфара иртнӗ Пӗтӗм Тӗнчери пушкăртстан V Курултайӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров форум делегачӗсен сӗнӗвне — ҫуллен пушкӑрт чӗлхи кунне тумаллине ырланă.
#БашЯз2020
#ДеньБашкирскогоЯзыка2020
#БашҡортТеле2020
#Баштел2020
Читайте нас: