Раштав уйӑхне чӳк, кӑрлач, сурӑх ури, хӗл, шартлама хӗл, Атӑл ларнӑ уйӑх тесе калаҫҫӗ.
Ӑсчахсем уйӑх /раштав/ ячӗ чиркӳ календарӗнчи Христос ҫуралнӑ кун /25-12.с.с/ "Рождество" ятӗнчен е мӑсӑльмансен ҫак вӑхӑтри Мухамед пророкӑн виллине Иерусалиме Керем сӑртне илсе пырсан вал унта чӗрӗлсе пӗлӗт ҫине вӗҫсе кайнӑ. "Раджаб" ятӗнчен раштав ят пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗнче юхан шывсем пӑрланаҫҫӗ. Вичкӗн сивӗ ҫилсем тухаҫҫӗ. Ҫаванпа ӗлӗк уйӑха: "Хӗл карчӑккин, раштав карчӑккин, карачунӑн /вилӗм яраканӗн уйӑхӗ тесе каланӑ. Ку уйӑхра вӑрманти чӗр чунсем, кайӑк-кӗшӗк апат шыраса хӑшкӑлаҫҫӗ. Кашкӑрсем йышланса ялсем патне пырса ҫӳреҫҫӗ... Ҫак уйӑхра Атӑл тӑрӑх обоз ҫӳреме пуҫланӑ. Ямшӑксем лашисене хӗллехи ҫулсемпе хӑваланӑ, ҫуллахи тавра ҫулсене пӑрахӑҫланӑ. Ял хресченӗ йӑлӑмри утӑ капанӗсене, ҫурт-йӗр тума касса хунӑ йывӑҫа вӑрмантан, Атӑл леш енчен килелле, Чӑваш Еннелле турттарнӑ. Ялсенчи, саласенчи пасарсенче йывӑҫ-вутӑпа, утӑ-улӑмпа суту-илӳ тума пуҫланӑ.
Ялти ача-пӑча шкул хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшне килти ӗҫе тума пулӑшсан ҫунащкапа, йӗлтӗрпе ярӑнма ял ҫумӗнчи тӑвайккине тухнӑ.
Каҫхине хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм улаха пуҫтарӑннӑ, ал-ӗҫ тунӑ, юрланӑ, ташланӑ.
Ҫитӗннисен йышне кӗрес теекен хӗр-упраҫ Хӗр сӑри уявне пуҫтарса ирттернӗ. Ҫамрӑксем хӗл вӑхӑтӗнче хӗр ӗҫки, йӗтес ӗҫки, кӑшарни, сурӑх ури, хӗллехи ӗҫкӗ уявӗсене ирттернӗ.
Авланас каччӑсем лаша кӳлсе, ялтан-яла, улахран-улаха ҫӳренӗ: пулас мӑшӑрне шыранӑ, хӗр суйланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, кӑшарни эрнинче, сурӑх ури уявӗ тӗлӗнче юмӑҫ янӑ, тухатулла вылянӑ. Хӑш енчен мӑшӑр килессе, унӑн мӗнле кӑмӑл-сипет пуласса пӗлесшӗн ҫуннӑ. Ватӑраххисем хӗл ӗҫки пуҫланӑ. Хӑна пуҫтарнӑ. Хӗл ӗҫки пӗрин патӗнчен теприн патне сиксе пынӑ. Пӗрисем кӑҫал, теприсем ҫитес ҫул тӑванӗсене пуҫтарса хӑналанӑ.
Хальхилле Ҫӗнӗ ҫула 50-60 ҫул каярах уявлама пуҫланӑ.
Ял ҫынни ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Хӗлле картиш тулли выльӑха пӑхса усрать. Раштав уйӑхӗнче сурӑхсем пӑруланӑ вӑхӑт. Вӗсене пӑхса илсен, сурӑх ыррине тав туса пӑтӑ пӗҫерсе ҫисе карта чӳкне чӳкленӗ.
Кашкӑрсене хӑратас тесе картиш тавра, ял тавра вут пуҫҫисем чиксе тухнӑ. Кун таврӑнсан ҫанталӑк сивӗтнӗ, шартлама хӗл пуҫланнӑ.
https://vk.com/public201526545
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван Григорьев