Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
10 Декабрӗн 2021, 20:41

Чăваш чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Чăваш чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем
Чăваш чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем

2021 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Тутарстан Республикин Вĕренÿпе наука министерствипе пĕрле «Тăван (чăваш) чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» семинар ирттерчĕ. Семинара Тутарстан Республикинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ.
Ĕçлĕ калаçăва Тутарстан Республикин вĕренÿпе наука министерствин наци вĕренĕвĕ управленийĕн пуçлăхĕ Лилия Ахметзянова уçрĕ. Вăл 2021-2022 вĕренÿ çулĕнче Тутарстан Республикинче тăван чĕлхесене вĕрентессине мĕнлерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ.
Малалла ĕçе Тутарстан Республикин Вĕренÿпе наука министерствин наци вĕренĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Эндже Гизатуллина ертсе пычĕ.
Чăваш чĕлхине çĕнĕ вĕренÿ пособийĕсемпе вĕрентмелли меслетлĕхпе технологисем çинчен Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăвакан Анна Егорова тухса калаçрĕ.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн предметсемпе предмет облаçĕсене вĕрентес меслетлĕх кафедрин доценчĕ Тамара Артемьевăн сăмахĕ кĕçĕн классенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли çĕнĕ вĕренÿпе меслетлĕх комплекчĕсем тата ĕçри çĕнĕ туртăмсем тавра пулчĕ.
Ирина Трифонова, Тутарстан Республикинчи чăвашсен наци культури автономийĕн вĕренÿ ыйтăвĕпе ĕçлекен ертÿçин çумĕ, «Сувар» хаçат корреспонденчĕ, чăваш чĕлхи пĕлтерĕшне çĕклес ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен пайрăмĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Семинарта малашнехи ĕçсене палăртрĕç, чăваш чĕлхине малалла аталантарас тесен чĕлхе талккăшне анлăлатасси, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси, Интернет уçлăхĕпе тухăçлă усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕç.
ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
http://chrio.cap.ru/

Чăваш чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем
Чăваш чĕлхине хальхи условисенче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем
Автор:
Читайте нас: