0 °С
Пӗлӗтлӗ
Чӗлхе тата культура тӗрлӗ енӗсене тата нумай чӗлхене пулӑшас тӗллевпе ҫулсеренех февралĕн 21-мĕшĕнче тӑван чӗлхе кунне палӑртаççĕ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров февралӗн 21-мӗшӗнче ирхине республикӑра пурӑнакансене уявпа саламланă.
"Эпир тӗрлӗрен, эпир тӗрлӗ чӗлхепе калаҫатпӑр, сӑмахсем тӗрлӗ сасӑпа янӑраҫҫӗ тата яланах пӗр сӑмахах пӗлтермеҫҫӗ. Анчах чи кирли - эпир пӗрле, эпир пӗр-пӗрне ӑнланатпӑр, хамӑр тӑван ҫӗршыва юрататпӑр. Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе! Пурне те тӑнӑҫлӑх, сывлӑх!"— ҫырнă регион ертӳҫи социаллă сетьсенче.
"Башинформ" информацийепе.
Сăнÿкерчĕкĕ: www.facebook.com/radiyhabirov