Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
22 Нарӑсӑн 2023, 12:15

Тăван чĕлхене юратмалла

Кистенлĕри Культура ҫурчӗн "Тӑван чӗлхе мана ачаранпах ҫывӑх" литературӑпа музыка программи иртнĕ.

Тăван чĕлхене юратмалла
Тăван чĕлхене юратмалла

Февралӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ – чӗлхе культури нумай нациллӗ пулнине, унӑн тӗрлӗ енӗсене тата нумай чӗлхеллӗ калаҫӑвне аталантарма пулӑшмаллине аса илтерни. Кистенлĕри Культура ҫурчӗн "Тӑван чӗлхе мана ачаранпах ҫывӑх" литературӑпа музыка программинче хутшӑнакансем уяв мĕнле пуҫланса кайни ҫинчен, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗнче пур чӗлхе те пӗр тан пулни ҫинчен пӗлнĕ, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашниех уйрӑм. Вырӑс тата чӑваш паллӑ классикĕсен сӑмахӗсене аса илнĕ. Программӑра халӑх юррисем, ваттисен сăмахĕсем янӑранă. Чӑвашла сӑвӑ конкурсӗ чӑваш чӗлхи пурӑннине кӑтартнă. "Тӑван чӗлхене пӗл тата юрат" викторина ӑслӑ та кӑсӑк иртнӗ.
#Пушкинская карта
#День родного языка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Тăван чĕлхене юратмалла
Тăван чĕлхене юратмалла
Тăван чĕлхене юратмалла
Тăван чĕлхене юратмалла
Тăван чĕлхене юратмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: