-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑрт чӗлхи кунӗ тӗлне Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнчи "Тӑван чӗлхе кӗвви янӑратӑр" пӗлӳ сехечӗ "Пушкӑрт чӗлхи" сӑвва вулассинчен пуҫланă. Хутшӑнакансем паллӑ ҫутта кӑларакан, поэт Мифтахетдин Акмулла пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Малалла пушкӑрт халӑхӗн пултарулӑхӗпе паллашнă, ваттисен сăмахĕсемпе каларӑшсем вуланă, пирӗн республикӑри писательсемпе поэтсем ҫинчен ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475