Тӑван чӗлхене упрас тата аталантарас тӗллевпе, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чӗлхепе культурӑшӑн наци мӑнаҫлӑхне йӗркелес тӗллевпе, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне уявланӑ май Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулăн филиалĕнче Кистенлĕри вăтам шкулта мероприятисен циклне ирттернӗ. "Многоликая малая родина" кӗнеке куравĕ ҫамрӑк вулакансене тӑван ҫӗршывӑн культурипе йӑлине сӗртӗнме май панӑ. Чӑваш чӗлхипе литература учителӗпе В.Н. Валиулинапа 7-8-мĕш класра вӗренекенсем "Тӑван чӗлхе, туслӑ пул манпа" библиотека урокне ҫитсе курнӑ. А.Ф. Максимова "Чӗлхе – халӑх историйӗ" тематикӑллӑ класс сехетне ирттернӗ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Мероприятисене "Ман чӗлхе — ман халӑх" сӑвӑ вулакансен конкурсӗпе вĕçленĕ.
#Мойроднойязык2024 #МинемТуганТелем2024 #ДеньРодногоЯзыка2024 #ТуганТелКөнө2024 #ZaНаших #VместеМыСила
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкул филиалĕн Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.