Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
26 Апрелӗн , 12:30

Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă

Чӑваш чӗлхи кунӗ - ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре тата пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ҫулленхи культура праҫникӗ.

Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă
Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă

Чӑваш чӗлхи кунӗ - ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре тата пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ҫулленхи культура праҫникӗ.
Уява Чӑваш Республикин аслӑ Совет Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн йышне кӗрекен йышлӑ этноссенчен пӗри тесе Чӑваш Республикин хӑйне евӗрлӗхне палӑртас тӗллевпе йышӑннӑ.
Уява ученӑй-лингвист, ҫутта кӑларакан, филолог, чӑваш чӗлхине тĕпченĕ тата хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗсне хывнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ куна халалланă.
Кашни ҫул Пишпÿлек районӗнче Пăслăкри К.В. Иванов ячĕллĕ вӑтам шкулта тата "Солнышко" ача садӗнче библиотека тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенĕсем, культура ӗҫченӗсем валли чаплӑ уява ирттереҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсем сайтăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public168244297

 

 

Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă
Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă
Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă
Чăваш чĕлхи кунне Пăслăкра уявланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: