Пушкӑрт чӗлхине сыхласа хӑварас, пулӑшас тата аталантарас тӗллевпе Пушкӑрт Республикинче официаллӑ йӗркепе декабрĕн 14-мĕшне Пушкӑрт чӗлхи кунӗ тесе пӗлтернӗ. ПР Пуҫлӑхӗн указӗпе килӗшӳллӗн, пушкӑрт чӗлхи кунне Мифтахетдин Акмулла поэт ҫуралнӑ кун ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ. Кистенлĕри Культура çуртĕнче "Пушкӑрт чĕлхи тӑван пекех" тематика программи иртнӗ. Ертсе пыракан Мифтахетдин Акмулла пушкӑрт халӑхӗн аслӑ ҫутта кӑлараканĕ, поэчӗ тата импровизаторӗ тесе каласа панă, "Манӑн пушкăртсем, вӗренес пулать!» Акмуллан сӑввинчи йӗркесене вуласа панă. Пушкӑрт чӗлхи ҫинчен интереслӗ информаци каласа панă. Пушкӑртсен наци тумтирне киленсе пӑхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.