-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4б, 4в классенче Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ калаçу иртнӗ. Çак куна февралӗн 21-мӗшӗнче ҫуллен паллӑ тӑваççĕ, вăл тӑван чӗлхе хаклӑхӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтерет.
Вӗренекенсем аслӑ ҫынсен вырӑс чӗлхи ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене вуланă, ваттисен сӑмахӗсене, ҫунатлӑ сӑмахсене аса илнĕ, интереслĕ ыйтусем ҫине хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.