Февралӗн 21-мӗшӗнче кашни ҫул Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун пур чӗлхе те пӗр тан тесе йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашниех пирӗн сыхламалли чӗрӗ еткер пулса тӑрать. Тӑван чӗлхене эпир ача чухне анне ҫӑварӗнчен пӗлетпӗр те тупатпӑр. Вӑл пирӗн пурнӑҫа, ӑнланӑва йӗркелет, наци культурипе, йӑла-йӗркепе пурӑнать.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗнче ачасене кунӗпех чӑваш фольклорӗпе: ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсемпе, чӑваш наци тумӗпе, изделисемпе тата тӗрӗсемпе, ҫавӑн пекех наци хускануллă вӑййисемпе тата килти ӑпӑр-тапӑрпа паллаштарнӑ.
Вӑйӑ формипе шкулчченхи ÿсĕмри ачасем тӑван чӗлхепе культурӑна лайӑх хутшӑнма пулӑшакан интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнĕ. Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене хӑйсен халӑхӗн культурипе интереслентереҫҫӗ кӑна мар, вӗсен тӑван чӗлхепе Тӑван çӗршыв ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатаҫҫӗ тата тарӑнлатаҫҫӗ.
Тӑван чӗлхепе культурӑна юратни, хамӑрӑн уйрӑм еткерлӗхе, хамӑр ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑха упраса хӑварас тесен, ӑруран ӑрӑва юратни кирлӗ!
#ВсемирныйКурултайБашкир
#курултай
#БашкортТеле
#ДеньРодногоЯзыка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282