Февралӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кашни ҫын ачаранах калаҫма, шухӑшлама, тӑван чӗлхепе пÿплешме тытӑнать. Хӑвăн чӗлхÿне пӗлни, ыттисене хисеплени ҫынна ӑслӑрах, ырӑрах, культурӑллӑрах тӑвать. Ҫухалакан чӗлхесене упрас тата аталантарас, ҫавӑн пекех чӗлхепе культура йӑли-йӗркисен пӗлӗвне ӳстерес тӗллевпе уява палӑртаҫҫӗ.
Çирĕклĕ клубĕн пултарулӑх коллективӗпе ял библиотеки пӗрле ҫак кун "Тӑван чӗлхе -— халӑхӑн чӗрӗ чунӗ" программи ирттернӗ.
Ертсе пыракан планета çинчи тӗрлӗ чӗлхесем ҫинчен, тӑван чӗлхе – халӑх характерӗ, унӑн ӑс-хакӑлӗ, историйӗ, ӑс-хакӑл хӑвачӗ пулни ҫинчен каласа панă. Чӗлхе – пирӗн кулленхи йӑла, пирӗн пурнӑҫ, истори, культура. Чӗлхесӗр халӑх пулмасть. Ҫавӑнпа та тӑван чӗлхене упрамалла, вӗренмелле, аталантармалла, пуянлатмалла. Мероприятире хутшӑнакансем тӗрлӗ чӗлхепе сӑвӑсем каласа панӑ. "Тӑван чӗлхе мулӗ" ӑс-хакӑл викторинин ыйтӑвӗсем ҫине активлӑ хуравланă.
Мероприяти ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.