Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
25 Нарӑсӑн , 12:03

«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи

Çирĕклӗ клубӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунă.

«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи

 

Февралĕн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Çирĕклӗ клубӗнче çак куна халалланă мероприяти иртнĕ.

Ертсе пыракан ҫак кун историйӗ, тӗнчере миҫе чӗлхе пурри тата тӑван чӗлхене пӗлни мӗн тери кирли ҫинчен каласа панă.

Ачасем хӑйсене тӑван чӗлхене чӑн-чӑн пӗлекенсем пек кӑтартнă: пур тупмалли юмахсен те тупмалли сăмахĕсене тупнă, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнĕ, «ҫунатлӑ сӑмахсемпе сӑнлавсен» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатнă, викторинӑн чее ыйтӑвӗсене хуравланă.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ иртнӗ мероприятие пӗтӗмлетсе ачасем хӑйсен тӑван чӗлхине пӗлни, хисеплени, пире ӑслӑрах та культурӑллӑрах тӑвассине ӑша хывнă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклӗ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

 

«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
«Тӑван чӗлхене пӗлекенсем» тематика программи
Автор: Марина Иванова
Читайте нас