Çутă çул
+7 °С
Облачно
Тăван чĕлхе
26 Февраля , 07:22

Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе

Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫурчӗ «Халӑх мӑнаҫлӑхӗ - чӗлхе» литературӑпа музыка программи савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхеХалӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе
Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе


Ҫулсерен февралĕн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫурчӗ «Халӑх мӑнаҫлӑхӗ - чӗлхе» литературӑпа музыка программи савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ.
Унта хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллашнă, илемлӗ чӑваш юррисене хаваспа юрланă, чӑваш ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнĕ, сӑвӑсем вуланă, халӑх вӑййисем вылянă.
Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни патриотизм, тӑван чӗлхене юратма тата хӑйсен халӑхӗн культурине хисеплеме вӗрентес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаççĕ. Вӗсем ачасене хӑйсен аслӑ чӑваш культури шутне кӗнине ӑнланса Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗр пайӗ пек туйма пулӑшаҫҫӗ.
#День_родного_языка
#Кистенли_Богданововский_СДК
#Традиции_и_обряды

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

 

 

Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе
Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе
Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе
Халӑх мӑнаҫлӑхӗ тăван чӗлхе
Автор:Марина Иванова
Читайте нас