

Ăхпуç библиотекинче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Пурӑн, тӑван чӗлхе» музыкӑпа поэзи сехечӗ иртнӗ.
Уявра тӑван чӗлхе илемне мухтакан сӑвӑсемпе юрӑсем янӑранă, вĕсене мероприятие хутшӑнакансем шӑрантарнă.
Хутшăнакансемпе «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури» йӑлана кӗнӗ тематика викторини ирттернĕ.
Уяв каҫне хутшӑнакансем хӑйсем калаҫакан чӑваш чӗлхин малашнехи кун-ҫулӗ пирки калаҫнă. Пирӗн мӑн асаттесем халалласа хӑварнӑ чи пысӑк пуянлӑха - тӑван чӗлхене - упраса хӑварас тата ӳстерес тесен хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тумалла.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club147798411