Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
8 Октябрӗн 2019, 15:32

Йĕри-тавра йывăç лартса тултарар

Ситекпуçĕнчи Валерий Павлов тăван ялĕ таврашĕнчи сăрт-тусене йывăç лартса тултарма ĕмĕтленет.Валерий Алексеевич районти чылай ялсенче пулса курнă, ăна уйрăмах Пишпÿлек тата Кăркан ялĕсем килĕшеççĕ, мĕншен тесен унта ăçта пăхсан та тĕмсем, йывăçсем, чечексем лартса тултарнă.

— Çутçанталăка юрататăп, çил çинче вĕлкĕшсе пĕр-пĕринпе калаçнăн туйăнакан йывăçсем хушшинче хама шанчăклăрах туятăп. Хамăр ялти сăртсем йываç айне пулччĕр тесе ĕмĕтленетĕп, — каласа парать хреçчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Валерий Павлов.

2017 çулта республикипе Экологи çулталăкне пĕлтернĕ вăхăтра вăл Ситекпуç йĕри-тавра хырсемпе чăрăшсем лартса тултарас шухăш çурални çинчен каласа пачĕ. Пишпÿлек ял Совечĕ, Киров ячĕллĕ СПК ертÿçисем çак пуçарăва ырланă. Пишпÿлекри лесничество йывăç хунавĕсем уйăрса панă. Валерий Павлов никамран та пулăшу ыйтман, хăйĕн вăйне кăна шаннă. Мăшăрĕ Лидия Николаевна, Николай, Олег, Андрей, Кирилл ывалĕсем ашшĕн пуçарулăхне пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ.

— Пĕрремĕш çул 20 гектара яхан лаптăка йывăç лартрăмăр. Çак ĕçшĕн ПР Экологи министерствин Туймазăри территори комитечĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Геннадий Макеев мана Хисеп грамоти те пачĕ, эппин, пĕтĕм çемьепе кирлĕ ĕçе пуçăннă текен шанăç тĕрекленчĕ. Пĕлтĕр кĕркунне йывăç хунавĕсем лартма вырăнти шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, клуб ĕçченĕсем, пуçаруллă ял-йыш хутшанни çинчен каласа парать Валерий Павлов.

Масар енчи сăрт çинчи йывăçсем чĕрĕлнĕ. Яла килсе кĕнĕ çĕрте — питех мар. Мĕншĕн тесен унта сурăх кĕтĕвĕ кĕтеççĕ. Йери-тавра кĕтÿ кĕтмелли вырăн ахаль те нумай, мĕншĕн кунта кĕтÿ кĕтнине ăнланмасть фермер.

Павловсен çемьи пысăк ĕç тунинчен тĕлĕнтĕм. Йывăç лартнă лаптăк 30 гектартан иртнĕ ĕнтĕ. Ял старости Николай Волков сурăхсене ăçта кĕтмелли ыйтăва татса памалла текен шухăш çуралчĕ. Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕ йывăç лартнă вырăнта кĕтÿ кĕтме юраманни çинчен асăрхаттаракан аншлагсем вырнаçтармалла. Йывăçсем вăй илсе халăха савăнтармалла. Ырă пуçарăва ура хумалла мар, тен, районти ытти ялсенче те çакнашкал пуçаруллă çынсем тупăнĕç.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: