Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
15 Октябрӗн 2019, 18:47

Хăнтăрсем тапăннă

Çутçанталăкра хăнтăрсем пĕчченшер е сакăр чĕрчунран тăракан çемьепе пурăнаççĕ.

Вĕсем чаплă строитель, тĕслĕх илмелли çемье пуçĕ, вăйлă пулнипе палăраççĕ. Вĕсем кăшлакан чĕрчунсем хушшинче калăпăшĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Чĕрчунăн кевти 1 метра çитет, çÿллĕшĕ — 35 см, йывăрăшĕ 32 килограма çитме, хÿри 30 см вăрамăш пулма пултарать. Вĕсем йывăç-курăк кăна çиеççĕ. Уйрăмах хăва, тирĕк, хурăн юратаççĕ.

Пирĕн районта та вĕсем тĕл пулаççĕ. Нумай пулмасть ял халăхĕ вĕсене хăйсен çырминче асăрханă. Хăнтарсем тунă пĕвене темиçе хут сирсе ярса та пăхнă, анчах лешсем пĕр-икĕ кунран каллех пĕвелесе хунă. Темех мар, пуранччăрах, эппин, шутлать ял-йыш.

Галина ВАРИКОВА.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: