Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
11 Ноябрӗн 2019, 13:05

Пушкăртстана пысăк тискер кайăксем вĕçе килнĕ

Пушкăртстана сайра тĕл пулакан кайăксем вĕçе килнĕ. Çакăн çинчен блог тата REAL animals черчунсем çинчен илсе пыракан youtube-каналăн авторĕ Денис Крашенинников каласа панă.

Уфа тăрăхĕнчи фотоловушкăна виçĕ шур хÿреллĕ ăмăрткайăк лекнĕ. Çак пысăк кайăксем çуначĕсене сарсан вĕсен тăршшĕ икĕ метртан та иртет. Шур хÿреллĕ ăмăрткайăка Раççейăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Вĕсем Шуратăл (река Белая) тăрăх кăнтăралла çул тытаççĕ пулас.

Шур хÿреллĕ ăмăрткайăк (орлан-белохвост) — хурчкасен семействинчи тискĕр кайак, унăн виçи 5—7 килограмм тайма пултарать, Еврази территоринче тĕл пулать. Çутçанталăкра вĕсем 25—27 çул пурăнаççĕ, читлĕхре вара — 40 çула яхăн.

http://ufacitynews.ru/ материалĕсем тăрăх.

Денис Крашенинниковăн санÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: