Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
10 Апрелӗн 2020, 14:02

Пирĕн пахчара крокус çеçкене ларнă!

Уй-хирсемпе вăрмансенчи пĕрремĕш çеçпĕлсем тухиччен тахçан малтан килти чечексем ыйхăран вăраннине пăхса чун савăнать.

Вăраха тăсăлнă хĕл хыççăн шурă тĕс куçа йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ — халĕ пĕчĕк асамлăх кашни кун куратăп. Юр кайни пĕр эрне пулĕ, чÿрече айĕнче, теплицăра мар, йĕп пек симĕс çулçисем тухиччен шурă, сарă, кăвак çеçкесем хĕвел ăшшинче ÿсеççĕ. Ирхине уçăлаççĕ, каçа хупăнаççĕ, çĕрлесенчи сивве парăнмаççĕ.
Çутçанталăк асамлăхне курсан, чун савăнса, хавхаланса каять! Пурнăç малаллах!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: