Пĕтĕм тĕнчипе коронавируса хирĕç кĕрешсе килĕсенче ларнă вăхăтра çутçанталăк сюрприз хатĕрлет. ГИСметео даннăйĕсем тăрăх, май пуçламăшĕнче чăн-чăн çулла пуçланать. Термометр +20 градус кăтартма пултарать.
Çанталăк хĕвеллĕ пулмалла. Синоптиксем шантарнă тăрăх, çакнашкал прогноза юлашки 10 çулхи сăнавсемпе никĕсленсе тунă.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.