Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
20 Апрелӗн 2020, 12:35

Пушкăртстан: истори, географи, туризм

Пушкăртстанри кашни çын шăпах кунта пурăннишĕн мăнаçланмалла.

Республика хăйĕн ятне кунта пурăнакан тĕп халăх ятĕнчен илнĕ. Пушкăртсем хăйсене башкорт тенĕ: тĕрĕк халăхĕсен чĕлхинчен «баш» — «пуç (голова)», «тĕп (главный)» тата «корт» — «кашкăр (волк)». Тĕрĕк халăхĕсем хăйсене кашкăртан пулса кайнă тесе шутланă. «Стан» суффикс «çĕршыв (страна)» тенине пĕлтерет.
1919 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Пушкăрт Автономи Совет республикине йĕркеленĕ. 1992 çултанпа ку чухнехи ятне — Пушкăртстан Республики — илнĕ.
Хĕвеланăç енче Тутарстан Республикипе, çурçĕр-хĕвеланăç енче — Удмуртипе, çурçĕрте — Пермь крайĕпе тата Свердловск облаçĕпе, хĕвелтухăçĕнче — Челябинск облаçĕпе, кăнтăрта тата кăнтăр-хĕвеланăçĕнче — Оренбург облаçĕпе чикĕленет.
Лаптăкĕ 142 947 тăв. км (Раççейре 27-мĕш вырăнта). Çурçĕртен кăнтăралла 550 км, хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçнелле 430 км. Халăх йышĕ — 4,06 млн çын (2010 ç.).
Республика территорийĕнче 21 хула: Уфа, Стерлитамак, Салават, Нефтекамск, Октябрьски, Белорецк, Туймазă, Ишимбай, Кумертау, Сибай, Мелеуз, Белебей, Бирск, Учалы, Благовещенск, Дюртюли, Янаул, Давлекан, Баймак, Межгорье, Агидель.
Халăхăн наци составĕ: вырăссем — 36%, пушкăртсем— 29%, тутарсем — 25%, чăвашсем — 2,7%, марисем — 2,6% т.ыт.те. Пĕтĕмпе 160 халăх представителĕсем пурăнаççĕ.
Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи — пушкăрт тата вырăс.
«Ураловед».
Читайте нас: