Асăну чулне ҫӗнӗ паркпа юнашар вырнаçтарнă, вăл ялăн чаплă вырӑнĕ пулса тӑрӗ.
Çирĕклĕ ялне 1760 ҫулта пуҫаракансене чысласа палӑк уҫнӑ тата Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫ. Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене чысласа ҫӗнӗ парк уҫнӑ.
—Ял никӗслевҫисем XVIII ӗмӗр вӗҫнелле çак тӑрӑхра Чӗмпӗр кӗпӗрнинчен куҫса килнӗ пилӗк пĕртӑван пулнӑ, — тет Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Геннадиевич Петров. — Вӗсенчен асли Михаил кунта пӗр тӑванпа пӗрремӗш ҫурт туса лартнӑ. Çирĕклĕсен Асăну чулне тума шухӑш тахҫанах пулнă. Мишаровка тӑвӗ ҫинчен кунта пысӑк чул илсе килтĕмĕр, асӑнмалӑх гранит плита турăмăр, ун ҫине ялти пӗрремӗш ҫын ятне ҫырнӑ. Ҫак историллӗ мероприятие чи хастар хутшӑнакансем Андрей Николаевич Родионовпа Сергей Петрович Семенов пулчӗҫ.
Республика кунӗ тӗлне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене чысласа уçнă парка анлӑлатасшӑн тата официаллӑ майпа уҫасшӑн. Эпир кунта чӑрӑш лартнӑ. Ҫӑкапа пилеш тӗмӗсенчен аллея пулать. Халӑх пункчӗн варринче вара эпир уяв кунӗ тӗлне ача-пӑча спорт площадкине туса пӗтеретпӗр.
Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.