Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
10 Октябрӗн 2021, 08:44

Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!

Октябрӗн 8-мӗшӗнче Ситекри "Çăлкуç юрри" фольклор коллективӗ "Симӗс Пушкӑртстан" акцие хастар хутшӑнчӗ. Такмакран инçе мар вырнаçнӑ "Федоровский" ҫӑлкуҫ патӗнче йывӑҫ лартса тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ.

Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!
Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!

Илемлӗ ҫӑлкуҫ кунта мӗн авалтанпах тапса тӑрать, унта та кунта тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ. Халӗ вара  лартнӑ йывӑҫсем чӗрӗлсе ӳссе каясса шанатпӑр.

Пурӗ  70  ытла ҫӑка, хурӑн, хыр тата пилеш лартрӑмӑр. Акцие хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав тата ҫирӗп сывлӑх!

Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!
Лира ПЕТРОВА.

Ситек ялӗ.

Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!
Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!
Çăлкуç, пурне те савӑнмалӑх пурӑн!
Автор:
Читайте нас: