Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
16 Ноябрӗн 2021, 17:46

Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен

"Манӑн çуралнă ҫӗршывӑм - Тӑван çӗршывӑн пайӗ" ... Калаçу ситекпуçсем паллакан, историллĕ вырӑн ҫинчен пырать.

Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен
Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен


"Манӑн çуралнă ҫӗршывӑм - Тӑван çӗршывӑн пайӗ" ... Калаçу ситекпуçсем паллакан, историллĕ вырӑн ҫинчен пырать.
Çак тавралӑха халӑхра "Чăх вити" теҫҫӗ. Ваттисем каласа панӑ тӑрӑх, вӑрҫӑччен ку территорире питомник йӗркелеме палӑртнӑ. Уртӑш йывӑҫҫи (можжевельник), ранеткӑсем, улмуҫҫисем турттарса пынă. Ҫав ҫулсенче пӗтӗм Совет Союзӗпе ҫут ҫанталӑка сыхламалли программа пулнӑ. Чи малтанах кунта Ситекпуç ялӗнчен инҫех мар ҫилсӗр вырӑн суйласа илнӗ. Анчах питомникне хăйне, инҫете ҫитме йывӑртарах пулнӑран, Хастара куҫарнă, çавăнта лартнă.
1950 ҫул тӗлнелле Киров ячӗллӗ колхоз ятарлӑ питомник хывма палӑртнӑ вырӑнта кайӑк-кӗшӗк ферми туса лартнӑ. Хӑй вӑйӗпе тунӑ, строительство бригадинче Иванов Николай, Иванов Григорий (Минюк), Видинеев Петр ӗҫленӗ. Кайӑк-кӗшӗк ферминче Любовь Александровна Михайлова, Пелагея Малькова, Зоя Захарова (ялта пурăнакан Иван Владимирович Захаровăн аппăшĕ) ӗҫленӗ. Исаева Ольга Андреевна та вăй хунă.
Ольга Андреевнӑн хӗрӗ Лидия Сергеевна Ерастова асаилӗвӗнчен: "Зоотехникĕ Хасановччĕ. Ҫӑмартасене лашапа инкубатора турттаратчĕç. Анне те мана унта илетчӗ. Витине улӑмпа витнӗччĕ. Канма май пур пысӑках мар пӳрт ларатчĕ. Пелагея Малькова (Пишпÿлекре пурӑнакан Иван Мальковăн амӑшӗ) те унта ĕҫлетчĕ. Митьӑпа эпир тирексем хушшинче вылянине астӑватӑп. Эппин, унӑн кукамӑшӗ Крафтне те унта ӗҫленӗ..."
Никифорова Раиса Васильевна (1939 ҫулта çуралнăскер) асаилӗвӗнчен : "1956 ҫулсенче пулас, эпӗ унта пӗр уйӑх ӗҫлерӗм. Чӑхсене апат валеҫсе паратчӗҫ, шыв вырӑнне юр паратчӗҫ. Шурӑ чӑхсемччĕ, ҫӑмарта пуҫтарса патшалӑха паратчĕç".
"Эпир 1960 - 1961 ҫулсенче чӑх çăлма кайнӑччӗ. Пӳртĕнче шыв ӑшӑтатчĕç. Аш-какайне патшалӑха паратчĕç", - аса илет Мария Васильевна Тихонова (1940 ҫулта çуралнăскер).
Кайӑк-кӗшӗк ферми вăрах вăхăт пулман. Усрасси хакла ларать тесе райцентрта куҫарнӑ.
- Иртнӗ историпе астăвăма упраса хӑварнӑшӑн Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче, библиотека ӗҫченӗсене чун-чӗререн тав тӑвас килет. Кунта манӑн тӑван ялта пурӑнакан аппам - Мария Васильевна Тихонована та асӑннӑ, - ҫырать Светлана Мингазова.


1. Çак фотографине кайӑк-кӗшӗк ферминчи пÿртре тунӑ. Карточка ҫинче: сулахайран сылтăмалла - Любовь Александровна Михайлова, варринчи Валентина Илларионовна Егорова (Денисова), Елизавета Ефимова. Карточкӑна Л.А.Михайлован тӑванӗ Ольга Алексеева панă.


2. Пурте пĕлекен тăван тавралăх (5.11.2021 ç.).


Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн ВКонтакте страницинчен.

Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен
Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен
Ситекпуçĕнчи Чăх вити çинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: