Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Тăван тавралăх
1 Нарӑсӑн 2022, 10:16

Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ

Пишпÿлек площадĕнчи тата урамӗсенчи юр сӑрчĕсене тасатнӑ.  

Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ

Вырсарникун пулсан та, райцентрта урамсемпе тĕп площадь хӗррисенчен юра тасатас ӗҫ вӗресе тӑнӑ.

Организацисемпе тата вӗсен ертӳҫисемпе килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх вырсарникун, январӗн 30-мӗшӗнче юр тасатас ӗҫре техникӑн вунӑ единици ӗҫленӗ. Пишпÿлекри ДРСУ (ертÿçи Наиль Гатауллин) тӑватӑ автомобиль тата курка тиекен, ҫавӑн пекех роторпа тиемелли икӗ погрузчик уйӑрнӑ. "Бижбулякстрой" ООО — "Барс" ООО (ертÿçи Илсур Галимов) тиевҫӗсемпе грейдерĕсем ӗҫленӗ. УАЗ тата "Газель" (А.В. Семенов водителĕ) пӗрлехи ĕçе ертсе пынӑ. ПК-40 погрузчикпа А.С. Ганеев, ДТ-75 тракторпа С. И. Фомин, КАМАЗсемпе вара — Г.Н. Ульянов, В.Н. Степанов, М.Т. Ахметзянов, Е.М. Иванов. Хăватлă Т-150 тракторпа кӗреҫепе А.П. Иванов тӑрӑшса ӗҫленӗ. С.А. Миронов автогрейдер машинисчӗ тата погрузчикӑн машинисчӗ М.А. Шибаев задачӑна питӗ лайӑх пурнӑҫланӑ.

Райцентрта пурӑнакансем пурте тĕп площадьре тем пысӑкӑш юр куписене курнӑ. Черетлӗ хут туслӑ команда Пишпÿлек варринчен юра тасатасшӑн. Ҫак ырӑ ӗҫӗн спонсорӗсем пулса тӑнӑ райцентрти уйрӑм предпринимательсем хастар хутшӑннине палӑртас килет. Столовӑй заведующине Елена Валентиновна Макеевана воскреснике хутшӑнакансем валли тутлӑ апат пĕçернĕшĕн тав тăваççĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Айрат МУРАТШИН.

 

Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Пишпÿлек урамĕ ирӗкленчӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: