Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
21 Мартӑн 2022, 20:53

Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ

Мероприятие хастар хутшӑннӑшӑн ачасене пурне те пылак парне панă.

Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ
Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ

Патриотизм воспитанийӗн тупсӑмӗ кашни ачан чунӗнче тӑван ҫутҫанталӑка, тӑван кил-йыша, тӑван ҫӗршыв историне тата культурине юратма вӑрлӑх акса ӳстересси шутланать.
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче тематика шӑматкунӗсене ирттермелли планпа килӗшӳллӗн, В.А. Леонтьева тата Т.В. Петрова педагогсем ачасене тӑван ен историйӗпе паллаштарнӑ. "Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ?" викторина ирттернĕ. Ачасем педагогсене тимлӗн итленӗ, ыйтусем ҫине хастарлӑн хуравланӑ, килти ĕç илнӗ - Пишпӳлек районӗнче пурӑнакан пилӗк халӑх костюмӗн элеменчӗсене ӳкерсе килме.
Мероприятие хастар хутшӑннӑшӑн ачасене пурне те пылак парне панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ
Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ
Тӑван ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: