Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
15 Июнӗн 2022, 21:05

Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫыннисем!

Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!
Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫыннисем!
Ял тăрăхĕнчи ялсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫри правилӑсене пӑхӑнмалли ҫинчен тимлеме ыйтатпăр. Тирпей-илем кӗртмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн, ҫӗр лаптӑкӗсене, пурӑнмалли ҫурта, е ытти ҫурт-йӗр хуҫисем харпӑрлӑх формине тата ведомство хатӗрӗсене пӑхмасӑр, кил-ҫуртсене тата кил таврашӗнчи участоксене тасалӑхпа йӗркелӗхре тытса тӑмалла. Ҫавна май, сире хӑвӑр кил-çурт ҫумӗнчи территорисенче, картасенчен (хӳмесенчен) пуҫласа иртен-ҫӳрен çул хӗрри таранах ҫумкурӑклӑ ӳсентӑрансене тӑтӑшах ҫулса тухма ыйтатпӑр.
Ҫывӑхри территорисене ҫулнӑ ҫӗрте кашни ҫын хутшӑнни сирӗн яла лайӑхрах тума пулӑшать. Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!
Ҫав вӑхӑтрах аса илтеретпӗр: Пушкӑртстан Республикин административлӑ право акчӗпе палӑртнӑ административлӑ право йӗркисене пӑсни, муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗпе палӑртнӑ йӗркесене пӑсни граждансене икӗ пинрен пуҫласа виҫӗ пин тенкӗ таран административлӑ штраф; должноҫри ҫынсене - вунӑ пинрен пуҫласа вунпилӗк пин тенкӗ таран; юридика сӑпачĕсене - аллӑ пинрен пуҫласа ҫӗр пин тенкӗ таран административлӑ штраф хураҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!
Атьӑр илемлӗ, таса, хӑтлӑ ялсенче пурӑнар!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: