Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ паян, августӑн 2-мӗшӗнче, Мелеуз районӗнче ĕç визичĕпе пулнă.
- Тӗлӗнмелле, кирек мӗнле ӗҫ патне те пирӗн мăн асаттесем профессионаллӑ пынӑ. Медеплавильнăй завочӗн стенисем ҫинче Мелеуз районӗнчи Воскресенское ялӗнче паянхи кунчченех кирпӗч купаланӑ, ун вырӑнӗнче тимӗр саклатсем те пур, вӗсем тахҫанах кивелме пултарнӑ. Строительство пуҫланнӑранпа 300 ҫула яхӑн иртнӗ вӗт...- ҫырнă Радий Хабиров соцсетьсенче.
Ку эпир халь тӑвакан чи интереслӗ проектсенчен пӗри. XVIII ӗмӗрте тунӑ Воскресенскоери медеплавильнăй завочӗн ишӗлчӗкӗсене хула строительствин тата федераци пӗлтерӗшлӗ архитектурин палӑкӗ тесе йышӑннӑ.
Воскресенское "Торатау" геопарк территорийӗнче пулни пӗлтерӗшлӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ял туристсемшӗн туртӑм центрӗ тата ҫӗнӗ маршрутӑн точки пулса тӑрасса шанатӑп.
Пирӗн тӗллев - ҫак тата пулас ӑрусемшӗн сайра тӗл пулакан ытти палӑксене юсаса упрасси, вырӑнти тата туристсемшӗн архитектура палӑкӗсене кӑсӑклӑ тӑвасси.
"МГ" информацийĕпе.