Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
12 Августӑн 2022, 12:51

"Кашкадан" парк — Уфан чи лайӑх общество лаптӑкӗ

"Кашкадан" парк никӗсӗсене 40 ҫул каялла "Сипайлово" микрорайона проектланӑ чухне совет архитекторӗсем хывнӑ.

"Кашкадан" парк — Уфан чи лайӑх общество лаптӑкӗ
"Кашкадан" парк — Уфан чи лайӑх общество лаптӑкӗ

Хальхи хула мӗнле курӑнмалла? 30 ҫул каялла кӑна ун ҫинчен сахал шухӑшланӑ. Совет хулисем пурте, ҫав шутра Уфа та, пӗр план тӑрӑх — ҫуртсем, урамсем, картишсенче пысӑках мар ача-пӑча площадкисем туса лартнӑ. Акӑ ҫӗнӗ вӑхӑт ҫитрӗ – ҫуртсемпе урамсемсӗр пуҫне общество лаптӑкӗ пулмаллине пурте йышӑнчӗҫ. Кун пек анлӑш хулара нумай пулмалла. Общество лаптӑкӗ вӑл — кирек хӑш ҫулти ҫын та хӑйне валли ӗҫ тупма пултарать.

"Кашкадан" парк никӗсӗсене 40 ҫул каялла "Сипайлово" микрорайона проектланӑ чухне совет архитекторӗсем хывнӑ. Ҫак хулан анлӑ лаптӑкӗсем темиҫе хутлӑ сӑрӑ тӗслĕ нумай хутлă çуртсемпе витӗннӗ, кӳлӗ тавра вара нимӗн те тӗкӗнмен. 2019 ҫулта типӗтнӗ кӳлле юсаса ҫӗнетме тата тарӑнлатма пуҫланӑ. Виҫӗ ҫулхи интенсивлӑ ӗҫсем 2022 ҫулта вӗҫленчӗҫ. Парк 2022 ҫулхи июнӗн 12-мӗшĕнче пӗтӗм илемпе тухса тӑнӑ. Сипайловăра пурăнакансем валли вӑл чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Раççейре ун пек илемпе йӗрке пулман та пулӗ-ха. Ку вырӑна хула ҫыннисем питӗ юратаҫҫӗ, уйрӑммӑнах каҫпа, кӳлӗ варринчи фонтансем ҫуталнӑ чухне, илемлӗ.  Парк активлӑх сунчӑкӗсемпе кӳлӗ варринче пысӑк общество лаптӑкӗ пулса тӑрать.  Архитекторсем паркӑн чаплӑ проектне туса хатӗрленӗ, вӑл, паллах, вуншар ҫул аталанӗ-ха.

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

"Кашкадан" парк — Уфан чи лайӑх общество лаптӑкӗ
"Кашкадан" парк — Уфан чи лайӑх общество лаптӑкӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: