-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Баймак районӗн пуҫлӑхӗ 700 ҫулхи историллӗ лиственница ҫинчен каласа панӑ. Йывӑҫ Бетеря ялӗнче ӳсет. Миҫе ҫула ҫитнине ученӑйсем йывӑҫ вуллипе пысӑк туратсем тӑрӑх палăртнă.
"Тем пысӑкӑш йывӑҫ патне каймалли маршрут питӗ кӑткӑс - ҫулсӑр, тарӑн. Анчах лиственница ҫумне лӑпчӑнсан кӑмӑллӑ савӑнӑҫпа ачашлӑх туйӑмне туятӑн, унӑн хастарлӑхӗпе авӑрланатӑн, ҫӗнӗ вӑй илетӗн", - хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа парать Фанис Аминов.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Фанис Аминев/vk.com.