Июлӗн 24-мӗшӗнче "Пишпÿлек районӗнчи çичĕ тӗлӗнтермӗш" маршрутпа пӗр кунлӑх похода тухса кайнӑ. Похода Пишпÿлек районӗнчи ачасем хутшӑннă.
Поход тӗлӗнмелле те интереслӗ ҫутҫанталӑк палăкӗнчен пуҫланнă — ку вӑл Дема юханшывӗ хӗррипе Набережнăй ялтан ултă ҫухрӑмра вырнаçнă сероводород ҫӑлкуҫӗ. Шыв ҫумне сӗртӗнсен, ачасем унӑн сулхӑнне туйса илнĕ, ҫулла кунта температура +10 градус таран тытӑнса тӑрать, хӗлле +4 градус.
Ҫӑлкуҫ — ҫутҫанталӑкӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗшӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫавӑн пек тӗлӗнтермӗшӗсенчен пӗри Каминке ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫ пулса тӑрать. Шывӗ сивӗ, ҫемҫе, унта тӑвар, кальци ҫук, анчах ун вырӑнне кӗмӗл ионĕсем пур.
Тепӗр вырӑна — Кĕтерне кӗперне пӑхса тухнӑ. Кӗпере тахҫанах тунӑ, вăл нумай ӗмӗрсем историллĕ.
Ҫӗнӗ Биктяш ялӗ патĕнчи халиччен курман чаплӑ та мӑнаҫлӑ Хӑва ҫутҫанталӑкӑн чи кӑсӑк палӑкӗ пулса тӑрать. Хӑватлӑ хӑвана 300 ҫул ытла. Ту айӗнчен хӑватлӑ хӑвапа юнашар ҫӑлкуҫ юхса тухать.
Ачасем пулнă ҫутҫанталӑкӑн тепӗр тӗлӗнмелле вырӑнӗ — Иоанн Манахӑн Хушăлка çывăхĕнчи çӑлкуҫ. Шӑнкӑртатса юхакан ҫӑлкуҫ аякранах илӗртет. Ачасем пурте шыва сӗртӗннĕ, унӑн вӑйне, тутине туйса илнĕ. Пирӗн районта тата тепӗр ҫӑлкуҫ пур, вӑл Усак-Кичу патĕнче вырнаçнă. Вӑл ту ҫинчен юхса тухать те каскадсемпе аялалла юхса анать. Вырӑнти ҫынсем хӑйсен ҫӑлкуҫне шывсикки теҫҫӗ. Ҫӑлкуҫӑн официаллă ячӗ ҫук, анчах вӑл таврари ялсенче пурӑнакансем хушшинче чапа тухнӑ, ҫутҫанталӑкӑн геологи палӑкӗ пулса тӑрать.
Ҫын кӗнекесенче, интернет анлӑшӗнче те, телевизор экранӗ патӗнче те ҫеҫ мар тӗнчене уҫать, уй-хирсем, вӑрмансем, ҫӑлкуҫсем курса ҫӳрет...
#БижбулякскийРайон
#7ЧудесБижбулякскогоРайона #1заезд
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.