Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Тăван тавралăх
18 Кӑрлач 2024, 13:05

Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Экологи кунĕ ырӑ, эмоциллӗ, ӑнлануллӑ тата пысӑк усӑпа иртнӗ.

Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Январӗн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра экологи уявне - Хӗллехи кайӑксен кунне - паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫулталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче пирӗнпе пӗрле юлакан кайăксене юратнине пĕлтерни. Хӗл вӑл - вӗҫен кайӑксемшӗн чи йывӑр вӑхӑт, ун чухне вӗсене апат та, ӑшӑ та ҫитмест. Хӗлле ҫутӑ кун кӗске, кайӑксен апат шырама вӑхӑт сахал. Кирек кам та пулӑшма пултарать вӗсене.
Шкулчченхи ачалӑх тапхӑрӗнче экологи культурине йӗркелесси тата аталантарасси иртет. Ҫавӑнпа та ачасене чӗрӗ ҫутҫанталӑкпа интереслентерни, ӑна тавралӑха тĕпчесе пĕлни урлӑ юратма вӗрентни, ҫунатлӑ пĕчĕк туссене пулӑшма вӗрентни питӗ кирлӗ.

Хӗллехи вӗҫен кайӑксен кунне уявланӑ май Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн ушкӑнӗсенче "Кайӑксене хӗл каҫма йывӑр - вӗҫен кайӑксене пулӑшӑпӑр" калаҫусем иртнӗ. Ачасем пирӗн регионти хӗллехи хӑш-пӗр кайӑксемпе паллашнă, вӗсен йӑлисем ҫинчен, вӗсене мӗнле апат кирлине пӗлнĕ, ҫулталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче кайӑк-кӗшӗке куллен апат памалли ҫинчен калаҫнă.
Пӗчӗккисем вӗҫен кайӑксен картинкисене, вĕсене апат памаллисене интересленсе пӑхнă, апат тултарнă.
Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле "Кайӑксене хӗлле апатлар. Ҫимелли апат памаллисем" акци ирттернӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисемпе пӗрле экокормушкӑсем хатӗрленӗ.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫанталӑк йӗркеленсен ачасем экокормушкӑсене ҫакса хурĕç, ытти апат-ҫимӗҫсене тултарĕç.
Экологи кунĕ ырӑ, эмоциллӗ, ӑнлануллӑ тата пысӑк усӑпа иртнӗ.

#ПокормитеПтицЗимой

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610

 

 

Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Январӗн 15-мӗшӗнче Хӗллехи кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: