Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
11 Июлӗн , 13:16

Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ

Ситекпуç ҫыннисен паллă вырăнĕ чӑнкӑ сӑрт айӗнчен юхса тухакан тап-таса тулли ҫӑлкуҫ пулса тӑрать.

Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ
Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ
Ситекпуç ҫыннисен паллă вырăнĕ чӑнкӑ сӑрт айӗнчен юхса тухакан тап-таса тулли ҫӑлкуҫ пулса тӑрать. Вӑл хутӑш вӑрман уҫланкинче, ялтан та, райцентртан та пӗр пек вырӑнта вырнаҫнӑ. Халӑх хушшинче ăна Хурама çырми тесе ят панӑ.
Кунта ирттернӗ ӗҫ хыҫҫӑн ҫемье праҫникӗсене паллӑ тума юратнӑ. Хӑйӗн паянхи чӗрӗлӗвӗпе вӑл чи малтан икӗ ҫынна тивӗҫлине сахал кам пӗлет. 15 ҫул каялла ҫак ҫӑлкуҫа хӑтлӑх кӗртмелли пӗрремӗш сĕнĕве ун чухне Тельман ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ пулса ĕçленĕ Анатолий Михайлович Герасимов панӑ. Ун чухнехи Киров ячӗллӗ СПК председателӗ Леонид Петрович Федоров ӑна тӳрех пур енчен пулӑшнӑ. Ӗҫ вӗресе тăма пуҫланă. Ҫӑлкуҫпа шыв ҫулне тасатнӑ, ҫӑлкуҫ шывне юхма мӑрьеллӗ тимӗр-бетон ункӑсем тунӑ, профнастилпа витнӗ илемлӗ беседкӑра сӗтелсемпе саксем лартнӑ, ҫӑлкуҫ патне анмалли пусма маршӗсем профиль трубисемпе тимӗр кӗтессенчен шӑратса тунӑ. Ҫак чӗрӗ ҫӑлкуҫӑн пӗтӗм периметрӗпе карта тытса ҫавӑрнӑ. Хӗрсе кайнӑ ăстасем тимӗр трубасенчен пысӑк хӗрес туса шыв ҫӑлкуҫӗ тӗлӗнче сӑрт ҫине вырнаҫтарса лартнă. Пурте йӗркеллӗ те мӑнаҫлӑ пулса тухнă. Каярахпа кунта Пишпÿлек чиркӗвӗн настоятельне шыв ҫӑлкуҫне тасатма чӗннӗ.
Нумаях пулмасть ҫӑлкуҫра экологи субботникӗ ирттернӗ. Сӑваплӑ вырӑна хӑтлӑх кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫ Ситекпуçĕнче тата Пишпÿлекре пурӑнакансем Анатолий Герасимов ертсе пынипе, унăн тата Киров ячĕллĕ СПК ертÿçи Александр Маркелович Тихоновпа пӗрле спонсор пулӑшӑвӗпе ирттернӗ. Киçтĕксем, сӑрӑсем, торт туяннӑ. Валентина Дорофеевна Васильева, Инна Владимировна Никифорова, Надежда Протасьевна Герасимова, Елена Александровна Федорова, Галина Владимировна Скоробогатова, Ольга Леонидовна Алексеева тата Елена Николаевна Михайлова ӗҫсен калӑпӑшне пахалӑхлӑ та туслӑ пурнӑҫланă. Ӗҫсене пĕтерсен чей ӗҫнĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Анатолий Герасимовӑн архивĕнчен.
 
 
 
 
Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ
Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ
Вӑрман ҫӑлкуҫӗ улшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: