Кукшапуҫ– тӗлӗнмелле чечек. Хӗвелпе пӗрле тӑрать. Тӗтреллӗ ҫанталӑкра хӑйӗн ҫеҫкисене уҫмасть, вӗсене хупӑ тытать.
Ҫулҫисемпе тымарĕсенчен шӗвек тӑваҫҫӗ, унпа ӳслӗкпе апат çиесси начар пулнине сиплеççĕ. Чечексенчен тутлӑ шăршăллă варени пӗҫереҫҫӗ.
Пыльципе нектарĕнчен «кукшапуҫ пылӗ» - ҫӑра та питӗ тутлӑ шӑршăллă тăваççĕ.
Хӗвел ылтӑн пайӑркине ӳкерчӗ,
Кукшапуҫ ӳссе ларчӗ – пӗрремӗш, ҫамрӑк!
Унӑн ытарма ҫук ылтӑн тӗсӗ,
Вӑл пысӑк хӗвелтен пӗчӗк салам!
Пăслăкри «Солнышко» ача сачӗн кӗҫӗн тата аслӑ хатӗрленӳ ушкăнĕн ачисем çав илемлӗ чечеке ӳкернĕ.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ачасене кукшапуҫ чечекӗсенчен ҫыхакан пуç кăшăлĕ тăвассипе мастер-класс кӗтнĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри «Солнышко» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.