Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн кану площадкин ачисем иртнӗ вӑхӑта илӗртӳллӗ ҫулçÿреве кайнă - чаплӑ Кӗтерне кӗперне ҫитсе курнă!
Малтанах пурне те патриот пулма халалланӑ чаплӑ йӑла кӗтнӗ. Ачасене бандамкӑсем валеçсе панă, тата вӗсем ӳссе ҫитсен мӗнле ҫарсенче службӑра тӑрасшӑн пулни ҫинчен ыйтусем ҫине хуравланă. Экскурсире ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисем пулнӑ, вӗсем ашшӗсем мӗнле ҫарсенче службӑра тӑнине мӑнаҫланса каласа кӑтартнӑ.
Кайран вара экскурсин чи кӑсӑк пайӗ — Кĕтерне кӗперӗн хӑйне евӗрлӗ сооруженийӗпе паллашасси пуҫланнă. Ачасем ҫак архитектура палӑкне XVIII ӗмӗртех Кĕтерне II императрица хӑй хушнипе тунине пӗлнӗ. Вӗсем кӗпер туни ҫинчен, инженерсем тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен, авалхи технологисен вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа панисене итленĕ.
Халӗ кашниех хӑйӗн пӗлӗвӗпе тусӗсене тӗлӗнтерме, ҫак историллӗ вырӑн ҫинчен тус-тӑванӗсене интереслӗ фактсем каласа пама пултарӗ. Тӑван çӗршыва юратни унӑн историне тӗпчени тата мӑн асаттесен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанни пулать-ҫке!
#Патриоты #ИсторияРоссии #ЛюбовьКРодине #ДетскаяДосуговаяПлощадка
#СедякбашскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.