Пӗрремӗшсен хастарӗсем Тинӗс-çар флочӗн кунне халалланӑ «Аслӑ флот» акципе килӗшӳллӗн пуян та интереслӗ историллӗ вырӑна - Пишпÿлек пӗви патне похода кайнă. Ҫак кун вӗсем асăннă вырӑнӑн хӑйне евӗрлӗхне аса илсе палӑртас тесе шӑпах ҫакӑнта ирттернӗ.
Истори тӗп шухӑшӗ - Петр Алексеевич тапхӑрӗнче унӑн тиекӗсем «Ревизские сказки» - халӑх ҫыравӗпе ҫынсен ӗҫ-хӗлне тунă. Тиексем Пишпÿлеке ҫитнӗ ҫӗре вырӑнти ҫынсем «грабли» ӑсталатӑп тесе хуравланӑ. Анчах «г» саспаллине ун чухне уҫӑмсӑр каланӑ, тиексем ку сӑмаха «карапсем» тесе йышӑннӑ. Юлашкинчен официаллӑ документсенче Пишпÿлеке порт хули тесе ҫырса хунӑ. Ҫавӑнтанпа халӑхра ҫак кулӑшла та интереслӗ хушма ят ҫирӗпленнӗ.
Шӑпах ҫак пӗрлӗх, истори тата вырӑнти йӑла-йӗрке сĕмне ачасем пӗве хӗррине пухӑнса пӗрле аса илнĕ.
#ВеликийФлот
#ПоходыПервых
#БольшеЧемПутешествие
#ДвижениеПервых
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек районĕнчи Пĕрремĕшсен юхăмĕн социаллă сетьри страницинчен.