#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Карачай-Черкеси пуҫлӑхӗпе Рашид Темрезовпа июлĕн 30-мӗшӗнче тӗл пулнӑ вӑхӑтра республикӑра вырнаҫнӑ Архыз курорта илемлӗ вырӑн тесе шутланине палӑртнӑ.
«Илемлӗ вырӑн», — пӗлтернӗ Путин курорт аталанӑвӗ пирки доклад итленӗ хыҫҫӑн.
РФ Президенчӗ Темрезовран аэропорт хӑҫан лартассипе те кӑсӑкланнӑ. Карачай-Черкеси пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, унта 2029 ҫултанпа вӗҫме май пулӗ. Путин палӑртнӑ тӑрӑх, аэропорт уҫӑлнӑ хыҫҫӑн туристсен йышӗ тӳрех ӳсӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Сергей Пивоваров.