Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
3 Октябрӗн , 11:15

Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Набережный ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ сероводород ҫӑлкуҫне тирпей-илем кӗртес енӗпе тӗп ӗҫсене вĕçленӗ.

Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Набережный ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ сероводород ҫӑлкуҫне тирпей-илем кӗртес енӗпе тӗп ӗҫсене вĕçленӗ.
Набережныйпе юнашар сероводород ҫӑлкуҫӗ ҫут ҫанталӑкӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗшӗ, вӑл сиплӗхлӗ. Кун пирки районта пурӑнакан чылай ҫын пӗлет. Кун пек ҫутҫанталӑк палӑкӗсем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Кашни ҫулла ҫӗршер ҫын кунта ҫӑлкуҫăн сивĕ шывне кӗрсе сывлӑхне тӳрлетме килет. Анчах ҫӑлкуҫа тахҫанах тасатса хӑтлӑх кӗртмелле пулнӑ, вăл хӑйӗн таса сӑнне ҫухатнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухнӑ кӗпер, беседкӑсем, ытти те кӑмӑла хуҫакан сӑн-сӑпат ҫуратнӑ. Ҫаксем пурте сӳрӗк мар кӑмӑллӑ  ҫынсене ĕçе пуçăнма хистерӗҫ. Аитри Урал Ахмадеев малтанах район администрацийӗн представительне Артур Галеев патне тата районти тинӗс тӑванлӑхӗн юлташӗсене ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫ туса ирттерме пуҫарупа тухнӑччӗ.
 
Кирек мӗнле ӗҫе те укҫа-тенкӗ хывмалла. Хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫан пӗр пайне тинӗс тӑванлӑхӗн членӗсем, ытларах пайне Урал Закаровичӑн ял ҫыннисем тата районти ытти ҫынсем хывнӑ. Материалсем туянса ӗҫе пуҫӑннӑ. Чылай ӗҫе Айвар Шаякберовпа Ренат Ахметшин пурнӑҫланӑ.
 
Сентябрӗн 30-мӗшӗнче ҫӑлкуҫа тирпей-илем кӗртес енӗпе тӗп ӗҫсем туса ирттернӗ, унта Аит ялӗнче пурӑнакан Фанузпа Ринат Хакимуллинсем, Фаиз Ахметзянов, Тимур Файзулин, Радик Ярмухаметов тата Набережный ялӗнче пурӑнакан Эдик Идрисов, Марат Нуриев  хастар хутшӑннӑ. Район администрацийӗ тӑратнӑ погрузчик тракторисчӗ пысӑк пулӑшу панӑ. Раиль Едиханов ӑсталанӑ якорьсем уйрӑмах илемлӗ курӑнаҫҫӗ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче территорие ҫӳп-ҫапран, ҫум курӑкран  тасатнӑ, плитасем хунӑ, беседка тӑррине улӑштарнӑ, сӗтелсемпе саксене ҫӗнетнӗ, картасене сӑрланӑ, ытти нумай вак-тӗвек ӗҫ тунӑ. Ҫак вырӑн районта пурӑнакансене кӑна мар, ҫуллахи тапхӑрта республикӑн тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен час-часах килекен хӑнасене те  савӑнтарасса шанатпӑр.
 
Проекта пӗрле финанслама хутшӑннисене пурне те пысӑк тав. Ҫынсем, сероводород ҫӑлкуҫне ҫитсе, ҫӑлкуҫа ҫӳпӗлеме юрамасть тесе шухӑшласса, кирлӗ пулсан ҫӳп-ҫапа пуҫтарасса шанатпӑр. Сероводород ҫӑлкуҫӗ те районти чылай ҫыншӑн юратнӑ кану вырӑнӗ пулса тӑрӗ, унта кӑмӑллине усӑллипе пӗрлештерме май пулӗ!
 
Рафис НИГМЕТЗЯНОВ,
 
Тинӗс тӑванлӑхӗн ертӳҫи.
 
Сӑнӳкерчӗкӗ: Рафис Нигметзянов.
 
Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Кӑнтӑрти причала ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас