Вырăна тухса ирттерекен Предпринимательсен сехетӗнче Тимур Кузнецов предприниматель Вишневка ялӗнче сайра тӗл пулакан кану базине йӗркелемелли плансемпе паллаштарнă.
Шухӑш — пӗчченлӗхе ҫут ҫанталӑкпа тата хальхи хӑтлӑха ҫыхӑнтарасси. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эсир панорамӑллӑ чӳречеллӗ ҫутӑ ҫуртра вӑранатӑр, сирӗн умӑрта — юханшывпа вӑрман. Кирлӗ майсем пурте алӑ айӗнче, йӗри-тавра — кайӑксем юрлаççĕ тата ҫулҫӑсем чӑштӑртатаççĕ ҫеҫ.
Проектӑн старчӗ питӗ лайӑх: пӗрремӗш ҫурт тата чӑн-чӑн ял мунчи хатӗр ӗнтӗ. Ку та пуҫламӑшӗ кӑна — тата темиҫе хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе мунча тума планлаççĕ.
Кун пек проектсем туристсене савӑнтараҫҫӗ кӑна мар, территорисене те аталантараҫҫӗ. Тимура ҫак илемлӗ шухӑша пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫитес сезон валли кам ҫурт йышăнасшăн?
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.