Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
28 Нарӑсӑн 2020, 17:43

Усак Кичура террора хирĕçле вĕренÿ иртнĕ

Паян Пишпÿлек районĕнчи Раççей ОМВД планĕпе килĕшÿллĕн терроризма хирĕçле вĕренÿ пулнă

Раççей МВД Пишпÿлек районĕнчи пайĕ терроризма хирĕçле вĕренÿсем куллен ирттерет, вĕсен тĕллевĕ —чрезвычайлă лару-тăру пулнă хушăра сотрудниксен хатĕрлĕхне тĕрĕслесси, теракт пулнă хушăра мĕн тумалли алгоритма туптасси.
Мероприятие Раççей МВД Пишпÿлек районĕнчи пайĕн, МЧС, ЕДДС сотрудникĕсем, выранти хăйтытăмлăх, васкавлă пулăшу, энерго тата газ службисен, район администрацийĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Сценарипе Усак Кичури культура çуртне маска тăхăннă хĕçпăшалланнă икĕ террорист кĕнĕ та заложниксене ярса илнĕ. Вĕренĕве чăн пурнăçпа май пур таран çывăхлатма тăрăшнă. Террора хирĕçле ушкăн членĕсене çийĕнчех пĕлтернĕ. Çурта, территорие полици сотрудникĕсем çавăрса илнĕ, çынсене эвакуациленĕ, çулсене хупланă.
Тренировка вĕçленсен, вĕренĕве хак панă, çитменлĕхсене тишкерсе тухнă. Силовиксемпе районти оперативлă службăсем лартнă задачăна пурнăçланă.
Виталий СЕРГЕЕВ,
терроризма хирĕçле комисси секретарĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Виталий СЕРГЕЕВ.
Читайте нас: