+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Столица психиатрĕсем преступлени тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫын Галявиев хӑй мӗн тунине тӗрӗслеменнине, нимĕн те ăнланманнине палӑртнӑ.
Кун ҫинчен Мускаври Общество сăнав комисси представителӗсем, В.П. Сербский ячĕллĕ социаллă тата суд психиатри наука центрĕн заключенине тепе хурса пӗлтернӗ. Преступлени тунă самантра Хусан стрелокне тăнсăр тесе йышӑннă.
19 ҫулхи колледж студенчӗ кӑҫалхи май уйӑхӗнче тахçан хăй вӗреннӗ шкулта пеме пуҫланă. Ун аллинчен ҫичӗ вӗренекен тата икӗ учительница вилнӗ.
«МГ» информацийĕпе.