Бесланти трагеди пирĕн асра.
Хулан, ҫӗршывӑн, çуралнă тăрăхăн историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсем тата событисем пур. Вӗсем ҫинчен кӗнекесем, калавсем ҫыраҫҫӗ, легендӑсем каласа параҫҫӗ, сӑвӑсемпе музыка хайлаҫҫӗ. Чи кирли — вӗсем ҫинчен астӑваҫҫӗ. Ҫак асӑну та аякри кунсене вилме памасть.
Ҫакӑн пек событисенчен Беслан хулинче пулнӑ пӗри ача-пӑча, ашшӗ-амӑшӗн, учительсен, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗ. Ҫак паттӑрлӑхпа хӑрушӑ трагедие асра тытасси Раҫҫейри кашни ҫыннăн тивĕçĕ…
Терроризма ҫӗнтересси вӑл террористсене пӗтересси мар. Терроризма ҫӗнтересси вӑл — терроризм идейине пӗтересси, ҫав хӑрушӑ практикӑна нимпе те килӗшмелле марри патне илсе ҫитересси. Пирӗн ачасене кирлӗ пӗлӳсем памалла, вӗсем пирӗншӗн асӑрхаттаракан пулӗҫ. Шӑпах ҫак тӗллевпе паян тӗп библиотекӑра 8-мӗшпе 9-мӗш классенче вӗренекенпе класс сехечĕсем иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп район библиотекин ВКонтакте страницинчен.